2300 | «Лашинчен урапи юлмасть», — терӗ тет Кӑнти. | Ут — Лаша |
2038 | «Ман шӑшлӑ пӑхӑма ҫиеҫҫӗ, ыхра пек какая ҫимеҫҫӗ», — тесе калать шӑши. | Кушак — Шӑши |
2309 | «Пӗр кун туя кайиччен виҫӗ кун суха тӑваттӑм эп», — тесе калать тет лаша. | Ут — Лаша |
1793 | «Ҫапла кирлӗ, хытӑрах кирлӗ!» — тесе хӑй ӑшӗнче шутлать тет ӗне ҫын ури ҫине пуссан. | Ӗне |
1787 | «Утӑ парсан сӗт парап, ыраш улӑмӗпе чун парап», — тесе калать тет ӗне. | Ӗне |
2053 | «Этем ман пӑхӑма ҫиет», — тесе калать шӑши. | Кушак — Шӑши |
1693 | Автан какайне ҫисен автанӗ авӑтать теҫҫӗ. | Автан |
1695 | Автан калаҫма та пӗлмест те, ун чӗлхине пурте ӑнланаҫҫӗ. | Автан |
1694 | Автан кӑмӑлӗ — чӑх кӑмӑлӗ. | Автан |
1696 | Автан пек вун арӑмпа пурнас ҫук. | Автан |
1697 | Автан ҫиччӗ авӑтмасӑр тул ҫутӑлмасть. | Автан |
1698 | Автан ҫылӑха пӗлмест. | Автан |
1699 | Автан та ахаль авӑтмасть. | Автан |
1700 | Автан яшки автан ҫиме. | Автан |
1701 | Автана алӑ чӑх та сахаллӑн курӑннӑ. | Автан |
1702 | Автана та ырӑ кун ҫук — хӑна килсен картаҫҫӗ. | Автан |
1703 | Автана хӗрхенсен аш пулмасть. | Автан |
1704 | Автана шухӑ пулни те килӗшет. | Автан |
1705 | Автанӑн та пурнас килет те, анчах хуҫи хута кӗмест. | Автан |
1706 | Автанӑн таптас шухӑш. | Автан |
1707 | Автанӗ авӑта пуҫласан чӗп амӑшӗ те чӗпписене пӑрахать. | Автан |
1708 | Автанӗ начар пулсан чӑххисем кӳрше чупаҫҫӗ. | Автан |
1709 | Автанне кура чӑхне хисеп. | Автан |
1710 | Автанне кура чӑххисем. | Автан |
1711 | Автансӑр чӑхсене те савӑк мар. | Автан |
2206 | Айӑр — витере ташласа тӑма, кӗсри — суха тума. | Ут — Лаша |
2213 | Айӑрпа улшуҫ пӗр шутлӑ тет. | Ут — Лаша |
1647 | Алӑ ҫемӗн выльӑххи. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1797 | Ама йӑтта йӑт ҫыртмасть. | Йытӑ |
1961 | Аманнӑ кашкӑр хытӑрах ҫыртать. | Кашкӑр |
2161 | Аманнӑ упа калама ҫук усал. | Упа |
2162 | Аманнӑ упа хӑйне перекен сунарҫа туртса ҫурмасӑр ҫырлахмасть теҫҫӗ. | Упа |
1798 | Анчӑк авӑк хӳрипе шухӑшлать. | Йытӑ |
1799 | Анчӑк виҫӗ кун тӑрантарнине те виҫӗ ҫул асӑнать. | Йытӑ |
1800 | Анчӑк йытӑран мала мар. | Йытӑ |
1801 | Анчӑк сассинчен уйӑх тӑхри хӑрас ҫук. | Йытӑ |
1802 | Анчӑк ҫӑварӗнчен шӑмӑ тухман. | Йытӑ |
1803 | Анчӑк та апат хуҫине паллать. | Йытӑ |
1804 | Анчӑк та ачашласан алла ҫулать. | Йытӑ |
1805 | Анчӑк та хӑнана кайсан шӑпланма пӗлет. | Йытӑ |
1806 | Анчӑк та хуҫине туламасть. | Йытӑ |
1807 | Анчӑк телейӗ — ванчӑк телей. | Йытӑ |
1809 | Анчӑк хырӑмӗ апат тиркемест. | Йытӑ |
1810 | Анчӑк хырӑмне сар ҫу кирлех мар. | Йытӑ |
1808 | Анчӑк хыҫҫӑн ан йытӑлан. | Йытӑ |
1811 | Анчӑка — алтӑрпа, кушака — кашӑкпа. | Йытӑ |
1812 | Анчӑка пулӑшма кашкӑра чӗнмеҫҫӗ. | Йытӑ |
1813 | Анчӑкӑн вӗрмесӗр кун иртмест. | Йытӑ |
1814 | Анчӑкра шанчӑк пур. | Йытӑ |
2205 | Апатлӑ лаша аптрамасть. | Ут — Лаша |